охранитель мольбищ. Макка 203. Киремет кĕтӳçи вăл киремет хуралçи пулать. Киремет кĕтӳçи вăл хăйне панă киреметне пăхса тасатса тăрать çулталăкра пĕре вăл тасатат, тасатсан кайран, пĕре кайса чӳклет. Ыран чӳклеме каймалла тенĕ чухне каçран мунча кĕрсе тасалса, шур кĕпе тăхăнса тăрат. Ирхине вара юсман пĕçерсе, шур тутăрпа çыхса каять. Киремечĕ патне çитсен, карти ăшне кĕнĕ чухне пĕре ӳксе пуççапать. Карти ăшне кĕрсен, юсманĕсене чуклемелли çĕре хурат те, чӳклеме тытăнать. Чӳклесе пĕтерсен, пĕр-икĕ пус укçа пăрахса хăварат. Киремете тасатса чӳклемесен, ялта ăрам та тасатмаççĕ. Киремете тасатмасăр ял хушши тасатсан, тырă-пулă пулмасть, теççĕ, хирте шăрчăк нумай пулать, теççĕ.
Çавăн пекех пăхăр:
Киремет амăшĕ Киремет ашшĕ Киремет варĕ Киремет йывăçĕ « киремет кĕтӳçи » киремет карти киремет пăрах киремет поканĕ Киремет пуçĕ Киремет пусси